Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Электромеханика колледжӗнче вӗренекенсемпе тӗлпулу иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.03.2011 12:26 | 2045 хут пӑхнӑ

Эрнекун, пушӑн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев Электромеханика колледжӗн вӗренӳпе производство мастерскойӗсене, хӑйсемех тытса пыма пултакан системӑсем валли специалистсене хатӗрлекен центра ҫитсе курчӗ, кунти электроника центрӗн ӗҫӗпе паллашрӗ. Колледжра вӗренекен студентсемпе те калаҫу иртрӗ — вӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа пачӗҫ. Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗсене: «Ҫамрӑксене шанмалла», — ҫирӗплетсе каларӗ.

Вӗренӳ заведенийӗн конференци пӳлӗмӗнче Президент ҫывӑх вӑхӑтра вӗренсе пӗтерекен студентсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Вӑл вӗсем суйласа илнӗ ҫула ырларӗ, республикӑра пысӑк квалификациллӗ рабочисем кирлине пӗлтерчӗ. Электромеханика колледжӗ ыттисемшӗн те тӗслӗх пулмаллине каларӗ.

 

Электромеханика колледжӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ. Унта пурӗ 2100 ытла студент вӗренет. Унта килӗшӳ туса республикӑри 100 ытла предприяти валли кӑткӑс технологиллӗ производствӑра ӗҫлеме пултаракан специалистсене хатӗрлеҫҫӗ. Пурӗ пуҫламӑш пӗлӳллӗ 9 профессие, вӑтам професси пӗлӳллӗ 12 специальноҫа вӗрентеҫҫӗ кунта. Пӗлӳ пухмалли пӳлӗмсенче хальхи вӑхӑтри хатӗрсем вырнаҫни те ӑс пухма самай пулӑшать.

 

Сӑнсем (Борис Филатов сӑнӗсем), Курма

#Шупашкарти электромеханика колледжӗ, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем