Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юрий Скворцов пултарулӑхӗ тавра

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.03.2011 08:17 | 2861 хут пӑхнӑ
Юрий Скворцов
Юрий Скворцов

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Упири (Красноармейски районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Юрий Скворцов пултарулӑхӗ тавра» конференци иртрӗ.

Хӑнасене вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Конференцие Красноармейски районӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнара Илья Николаевич Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологипе культура факультечӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ку шкулпа ӗҫлӗ килӗшӳ тунӑ. Ҫавна пула кунта прфессорсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем час-часах пулаҫҫӗ.

Конференцие аслӑ категориллӗ вӗрентекен Васильева Вера Вениаминовна йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах сӑмах Красноармейски районӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Васильев Юрий Алексеевич илчӗ. Килнӗ хӑнасене программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме ырлӑх сунчӗ. Учительсемшӗн те, вӗренекенсемшӗн те пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ. Ун хыҫҫӑн филологи ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ, профессорӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин пуҫлӑхӗ Виталий Григорьевич Родионов «Паянхи литература аталанӑвӗн тӗп туртӑмӗсем» темӑпа тухса калаҫрӗ. Литература вӗрентӗвӗнче ҫӗнӗлле ӗҫлемеллине те палӑртрӗ. Малалла Галина Алексеевна Ермакова профессор, чӗлхепе литература методикин кафедра ертӳҫи сӑмах илчӗ. Вӑл чӑваш литературипе вырӑс литературине танлаштаруллӑ вӗрентмелли ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Чӑваш поэзийӗнче тухӑҫ лирикин жанрӗсем» темӑпа филологи ӑслӑлӑхӗсен кандитачӗ Ирина Владимировна Софронова калаҫрӗ. Ҫавӑн пекех Юрий Скворцов пултарулӑхӗнчи хаклӑхсем ҫинчен филологи ӑслӑлӑхӗн кадитачӗсем Екатерина Романовна Афанасьева тата Ирина Юрьевна Кириллова чарӑнса тӑчӗҫ. Хӑнасем хыҫҫӑн Васильева Вера Вениаминовна, ҫак шкултах чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен, аслӑ категориллӗ учитель «Ю. Скворцов хайлавӗсенчи илемлӗх мелӗсем» темӑпа паллаштарчӗ. Унтан 2-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен, районти творчествӑлла ӗҫлекен ушкӑн ертӳҫи, аслӑ категориллӗ учитель Михайлова Зинаида Петровна тухса калаҫрӗ. Скворцов хайлавӗсем философилле произведенисем пулни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Хӑнасене ырӑ канашсем панӑшан тав турӗ. Конференцие пухӑннисене Упири вӑтам шкулӑн 7 класс ачисем, «Ҫавал хумӗсем» кружок членӗсем, «Улахра» сценкӑпа савӑнтарчӗҫ. Ӗҫе малалла Ҫавра сӗтел хушшинче тӑсрӗҫ. Кунта та калаҫмалли, сӳтсе явмалли чылай пулчӗ.

Шкул администрацийӗ пысӑк ӗҫ тунине те плӑртрӗҫ хӑнасем. Уйрӑмах шкул музейӗ ҫӗнелсе пынине асӑнчӗҫ. Космонавтика ҫулне халалланӑ стендсем те кӑмӑла кайрӗҫ.

Шкул ачисене студентсем эстрада юррисемпе савӑнтарчӗҫ. Хӑнасем конференципе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #Упи, #конференцисем, #шкулсем, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем