Паян пӗтӗм ҫӗршывӗпех ачасене право тӗлӗшӗнчен пулӑшмалли кун иртет. Шупашкар районӗнче те ҫав ятпа тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта ӑна кунах тӑснӑ. Унта ӗнерпе паян Уҫӑ алӑксен кунне йӗркеленӗ.
Центрӑн ҫемьене тата ачасене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӑн заведующийӗ Татьяна Михайлова Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗнче иртнӗ Профилактика кунне те хутшӑннӑ. Унта 6—9-мӗш классенче вӗренекенсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Преступлени тӑвас мар тесен мӗнле тытмаллине ӑнлантарнипе пӗрлех ачасене «Сообщи, где торгуют смертью!» (чӑв. Вилӗме ӑҫта сутнин пӗлтер) акци пыни пирки те каласа кӑтартнӑ.
Ачасен пушӑ вӑхӑчӗ кичем ан ирттӗр тесен вӗсене лагерьсене канма янине пӗлтернӗ. Татьяна Михайлова каланӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчисем хальхи вӑхӑтра «Солнышко» тата «Белые камни» лагерьсене кайма пултараҫҫӗ.