Мускав облаҫӗнчи Домодедовӑра ҫунса вилнӗ арҫынсенчен пӗри Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшран, тепри Ҫӗнӗ Шупашкартан пулни паллӑ. Вӗсен арӑмӗсем тата ачисем тӑрса юлнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хыпар-хӑнара ӗненсен, пушарта вилнӗ тепӗр арҫын — Вӑрмар районӗнчен.
Аса илтеретпӗр, инкекӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине, 23 сехет те 17 минутра тухнӑ, ӑна ҫурҫӗр иртни 22 минутра сӳнтернӗ. Бытовкӑри ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ чӑваш пулнӑ.
Вилнӗ ҫынсем Домодедовӑра уйрӑм ҫын патӗнче стройкӑра ӗҫленӗ. Инкек сӑлтавне прокуратура тата следстви органӗсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ӑшӑтмалли хатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнине пула сиксе тухнӑ.