Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗлхепе литература вӗрентесси пирки калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.02.2011 09:46 | 2419 хут пӑхнӑ
Уҫӑ урокра
Уҫӑ урокра

Красноармейски районӗн Пикшикри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

Чи малтанах ларӑва пухӑннисем асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Л.А.Тихоновӑн уҫӑ урокне итлерӗҫ. Урок теми: «Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс». Вӗрентекен ачасене тӑванла тӗрӗк чӗлхисен — чӑваш тата турккӑ чӗлхисен — танлаштаруллӑ грамматикипе паллаштарнӑ. Вӗренекенсем турккӑ чӗлхин алфавитне тишкерчӗҫ, унпа усӑ курса турккӑлла вулама хӑнӑхрӗҫ. Турккӑ чӗлхи чӑваш чӗлхине пит ҫывӑх иккен. Ачасем турккӑ чӗлхине ятарласа вӗренме те кӑмӑллӑ пулмалла терӗҫ. Нумайӑшӗ ӑна Интернет урлӑ вӗренме шухӑш тытрӗ.

— Урокра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн сире пурне те манран парне — «пиллӗк», — терӗ учительница.

Урока сӳтсе явнӑ май итлекенсем вӗрентӳ процесӗ тухӑҫлӑ иртнине палӑртрӗҫ. Кун евӗр уроксене Тӗнче тетелӗнче онлайн урок парсан аван терӗҫ. Ыттисене вӗренмелли нумай ырӑ тӗслӗх пур кунта. Л.А.Тихонова информаци технологийӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курни те килӗшнӗ вӗсене. Учительсем урок паракана тӗрлӗ тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикипе электив курсӗсен программине ҫырса пичетлеме сӗнчӗҫ.

Методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗн иккӗмӗш пайӗнче вӗрентекенсем Людмила Анатольевнӑн кулленхи ӗҫ опычӗпе паллашрӗҫ.

 

Л.А.Тихонова — аслӑ категориллӗ учитель. Унӑн вӗренекенӗсем республикӑри тата районти конкурссене хутшӑнса пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ.

#Пикшик, #Красноармейски районӗ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем