Хӗл ҫывхарать, Чӑваш Енри хӑш-пӗр хуҫалӑхра вара ҫӗрулми пуҫтарса кӗртмен-ха. Сӑлтавӗ — ҫумӑр ҫуни. Юр лариччен ҫӗрулмине пухса пӗтерес тесе хуҫалӑхсем ҫынсене ӗҫе илӗртме тытӑннӑ.
Александр Артемьев хуҫалӑхӗнче купӑста хӗрсе кайсах пуҫтараҫҫӗ. Лаптӑк пысӑк. Ҫӗрулмине те часах пухса кӗртеймен. Ара, ӑна алӑпах пуҫтарма тивет-ҫке-ха. Нӳрӗ ҫӗр ҫине техника кӗреймест.
Фермер вырӑнти халӑха та ӗҫе явӑҫтарать. Канмалли кунсенче район администрацийӗн, вырӑнти ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем те уя тухаҫҫӗ. Хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлеҫҫӗ вӗсем. Ҫапах кашнине пӗрер михӗ ҫӗрулми тиветех.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара чылай хуҫалӑхра ҫӗр сухалаҫҫӗ, ку ҫум курӑк шӑтасран сыхлать. Районти хуҫалӑхсем тыр-пула, пахча ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ ӗнтӗ. Ҫӗрулми анисем ҫеҫ пушанман-ха.