Федераци хыснинчен укҫа илес тесен регионсен ертӳҫисен хӑш-пӗр йывӑрлӑха шухӑшласа кӑларма тивет. Rambler News Service пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Эпир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Эпӗ Антон Германовича (сӑмахӗ РФ финанс министрӗ Силуанов пирки пырать) калатӑп: тӗрӗссӗн ӗҫлеме пайталлӑ мар тетӗп, финанс министрӗ илттӗр, укҫа уйӑртӑр тесен йывӑрлӑха шухӑшласа кӑлармалла. Йӑлтах лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пулсан укҫа памасан та пултараҫҫӗ. Калаҫҫӗ: эсир ахаль те лайӑх пурӑнатӑр, хӑвӑрах пурӑнӑр», — ҫапла цитатӑланӑ RNS Михаил Васильевич сӑмахне.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах пирӗн республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Ен Михаил Игнатьев Элтеперпе РФ финанс министрӗ Антон Силуанов хушшинчи туслӑ хутшӑнупа мӑнаҫланма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.