Чӑваш Ене 23,5 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫа халӑха эмелпе тивӗҫтермешкӗн кайӗ.
Укҫа-тенке сусӑрсене эмелпе, сиплӗ апат-ҫимӗҫпе тата ыттипе тивӗҫтермешкӗн уйӑраҫҫӗ. Раҫҫейре пӗтӗмпе ку тӗллевпе хыснаран 3,8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку хушӑва Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫа-тенке регионсен хушшинче пайлӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫне — 28,4, Тутарстана — 114,2, Чулхула облаҫне 57,1, Мӑкшӑ Республикине — 14,3, Мари Республикине 11,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 85,4 пин сусӑр ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 26,5 пинӗшӗ эмел илмешкӗн ҫӑмӑллӑхсене тивӗҫӗ.