Ҫумӑр ҫунӑран ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗрулми пухса кӗртме ӗлкӗрӗҫ-ши? Ку ыйту ҫивӗч. Ҫӗрулмине камӑн мӗнле май пур — ҫапла пуҫтарать.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем те ҫӗрулми пухма тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Шемшер ял тӑрӑхӗнчи уй-хирте 50 ҫын «иккӗмӗш ҫӑкӑра» пуҫтарать. Вӗсенчен ҫурри — муниципалитет ӗҫченӗсем.
Уйра 4 техника тӑрӑшать. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пуҫлӑх ятарлӑ график тӑвасси пирки каланӑ. Унта вырӑнти администрацире ӗҫлекенсем пурте кӗрӗҫ.
Хальлӗхе Шупашкар районӗнче 48 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗрулми пухнӑ. Пӗтӗмпе вара 110 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартнӑ пулнӑ.