Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Психика сывлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ пулӗ. Ҫавна халалласа республикӑра паян тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Вӗсенчен пӗрине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗ тӗлӗнче йӗркеленӗ.
«Психологический десант: время избавиться от стресса» (чӑв. Психологи десанчӗ: стресран хӑтӑлма вӑхӑт) ятлӑ акци 11 сехет те 30 минутран пуҫласа 13 сехетчен тӑсӑлнӑ. Ун вӑхӑтӗнче кирек кам та кӑмӑл-туйӑма еплине, астуса юласлӑха тата ыттине тӗрӗслеттерме пултарнӑ.
Медицина психологӗ пур сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче паян ирхи 10 сехетрен 13 сехетчен психика сывлӑхне ҫирӗплетмелли тренингсем йӗркеленӗ. Унта пациентсем кӑна мар, тухтӑрсем те хутшӑннӑ.
Ыран 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Республикӑри психиатри пульницин диспансери уйрӑмӗсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртмелле.