Йӗпреҫ районӗнче вӗрентекене халалласа палӑк лартасшӑн. Ӑна тепӗр ҫул вырнаҫтарасшӑн. 3 эскиз хатӗрленӗ ӗнтӗ. Скульптор хӑшне суйлӗ — ҫавна вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе ӑна тупайман-ха.
Палӑка 1-мӗш шкул умӗнче лартасшӑн. Унти ӗҫченсен шухӑшӗпе, вӑл хӗрарӑм пулмалла. Аллине кӗнеке тата глобус тытмалла. Мӗншӗн хӗрарӑм? Мӗншӗн тесен хальхи шкул унӑн хулпуҫҫи ҫине тиеннӗ.
Кунашкал монумент вырнаҫтарас шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче, шкул 90 ҫул тултарнӑ чухне, пулас палӑк вырӑнне кирпӗч хунӑ.
Скульптора ҫитес вӑхӑтра тупасшӑн. Анчах вӑл мӗн чухлӗ укҫа ыйтӗ? Хыснара укҫа ҫук. Кӗмӗле шкултан вӗренсе тухнисем пухаҫҫӗ. Хальлӗхе 78 пин тенкӗ пур. Анчах вӑл ҫитмест-ха.