Етӗрне районӗнчи Тури Сунар ялӗнче ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. Халӗ ял ҫыннисем савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Ара, ялта урапапа пылчӑк ҫӑрмасӑрах ҫӳреме пулать вӗт.
Ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ май ҫынсене ҫула хакламаллине, ӑна перекетлемеллине пӗлтернӗ. Тракторсемпе йывӑр тиевлӗ урапасем ҫула аркатаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе ҫӳреме тӑрӑшмалла мар.
Тури Сунар халӑхӗ ку ҫула тахҫантанпах кӗтнӗ. Ҫула уҫнӑ май культура ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Шупашкарти артистсем те ҫитнӗ.
Тури Сунар ялӗнчи 640 метрлӑ ҫул 4 миллион та 695 пин тенке кайса ларнӑ. Ӑна тӑвакан организаципе килӗшӗве пӗлтӗр алӑ пуснӑ. Ӑна 2017 ҫулхи ҫулла туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах подрядчикӗн ӑна маларах туса пӗтерме те ирӗк пулнӑ.
Ҫул 3 метр сарлакӑш. Гаранти — 5 ҫул. Ҫиелти сий вара 3 ҫул гарантире.