Паян Красноармейски районне кӗрекен Чатукасси ялӗнчи Тӗп урамра ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. 662 метр тӑршшӗ ҫула чул сарса хытарнӑ. Ӑна уҫма районти тата республикӑри тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ялтисем чӑваш тумне тӑхӑнса, кӑпӑклӑ сӑра тата ҫӑкӑр йӑтсах тухнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие вак чула сарнӑ «Воддорстрой» ТМЯП пуҫлӑхӗ Анатолий Федоров та хутшӑннӑ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ
Сергей Молотков, республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов пулнӑ.
Ҫул туса панӑшӑн ял ҫыннисем пуҫлӑхсене ӑшӑ сӑмах самай каласа тав тунӑ. Вӗсем яка ҫулпа ҫӳреме ҫуран ҫӳрекенсене те кӑмӑллине, урапаллисемшӗн вара пушшех те ырлӑхран та ырлӑх тесе палӑртнӑ.