Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ.
Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ.
Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ.