Чӑваш чиновникӗсем валли этика кодексне хатӗрленӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн тепӗр ҫурринчен вӑя кӗрӗ.
Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Этика кодексӗнче мӗн палӑртнӑ-ха? Унта ҫакнашкал пунктсем пур:
1. Граждан служащийӗсем ахаль ҫынсен тата юридици сӑпачӗсен ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе объективлӑ пулмалла.
2. Профессионал шайӗнче ӗҫлемелле.
3. Влаҫ ятне варалакан конфликтлӑ лару-тӑруран пӑрӑнмалла.
4. МИХсен ӗҫне хисеплемелле.
5. Ют ҫӗршывсенчи банксенче счет пулмалла мар.
6. Халӑх умӗнче калаҫнӑ чухне вӑл е ку тавар хакне ют ҫӗршыв валютипе асӑнмалла мар.
7. Тупӑш пирки вӑхӑтра пӗлтермелле. Ку мӑшӑра та пырса тивет.
8. Коррупци пирки Элтепере пӗлтермелле.
9. Усал сӑмахсенчен, тӳрккеслӗхрен пӑрӑнмалла, халӑхпа калаҫнӑ чухне пирус туртма юрамасть.
10. Профессионализм тӗслӗхӗ пулмалла.
Ку – тулли список мар-ха. Ҫаксене пӑхӑнмасан Элтепер шанӑҫӗнчен тухнипе ӗҫрен кӑларма пултараҫҫӗ.