Чӑваш Енре кӑҫалхи шыва кӗмелли сезона пӗтемлетнӗ. Шел те, кӑтартусем савӑнтармаҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра шыв хӗрринче пулнӑ инкексен, шывра путнисен хисепӗ ӳснӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗнӗ чухне шар курнӑ. Ҫитменнине, чӑмпӑлтатма юраман вырӑнта.
Кӑҫал шывра пӗчӗк ачасем те путса вилнӗ. Паллах, ку ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула сиксе тухнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри чылай районта шыва кӗме юрӑхлӑ вырӑн сахал.
Танлаштармашкӑн: кӑҫал шыв хӗрринче 48 инкек пулнӑ, пӗлтӗр — 30. Шывра 48 ҫын путса вилнӗ, 2015 ҫулта — 30. Кӑҫал шывра 7 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗлтӗр вара — 6-шӗн. Кӑҫал 18 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ.