Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ чӑваш спортсменӗсене пӗлет, унти юстици министрӗ чӑваш ташшине кӑмӑллать. Ҫакна вӑл Теччӗ районӗнчи Ҫармӑс ялӗнчи шкулта пулнӑ чух палӑртса хӑварнӑ.
Кӳршӗллӗ ҫак республикӑра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, Ҫармӑсри Культура ҫуртне тата шкула Президент программисемпе тӗпрен юсанӑ. «40 ҫулти шкулӑн тӑррине витсе чӳречисене улӑштарнӑ, стенисене тикӗслесе сӑрланӑ, тултан тӗрлӗ тӗслӗ шӑвӑҫпа сапланӑ. Шкулта ача сачӗ валли те вырӑнсем тунӑ, — хыпарлать хаҫат. — Вӗренекенӗсем нумаях мар, 37 кӑна. Кӑҫал пӗрремӗш класа 3 ача каять. Апла пулин те вӑтам шкул статусне хальлӗхе вӑл сыхласа хӑварнӑ-ха».
Юсав ирттернӗ шкулпа клуба ҫӗнӗрен уҫма Теччӗ районӗн пуҫлӑхӗ Рамис Сафиуллов, Республика Правительствинчи Теччӗ районӗн кураторӗ, ТР юстици министрӗ Лариса Глухова, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ольга Павлова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов килсе ҫитнӗ. Ильдар Гильмутдинов ачасемпе педагогсене, пухӑннӑ ҫынсене тӑван чӗлхене (сӑмахӗ кунта, эп ӑнланнӑ тӑрӑх чӑваш чӗлхи пирки пырать) упрама чӗнсе каланӑ. Ольга Павлова вӑйлӑ чӑваш спортсменӗсене пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Ҫитӗнӳсем тӑвас тесен ачаранах спортпа туслашма сӗннӗ. Тутарстанӑн юстици министрӗ Лариса Глухова чӑваш ташшисене кӑмӑллать иккен.