Шӑрӑх ҫанталӑкра туя килнӗ хӑна пӗвере темиҫе хут та шыва кӗме хӑтланнӑ. Пӗрремӗш хутӗнчех вӑл чутах путман. Хайхискер ишсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Ун чухне ӑна пӗве хӗрринче канакан ҫынсем ҫӑлнӑ.
Ҫав кун Йӗпреҫ районӗнчи Пӗчӗк Упакасси ялӗнче туй кӗрлеттернӗ. 28 ҫулти ҫамрӑк арҫын самаях эрех ӗҫнӗ. Путнӑ чухне ҫӑлсан та вӑл лӑпланман – каллех шыва кӗнӗ.
Ун чухне вӑл пуҫӗпе шыва чӑмнӑ та тек курӑнман. Унӑн виллине каҫхине ҫеҫ тупнӑ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Республикинче 30 ҫын шывра путса вилнӗ. Вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем.