Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ача-пӑча сӑвӑ вуласа ӑмӑртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.12.2010 18:36 | 3848 хут пӑхнӑ
Егорова Ольга
Егорова Ольга

Раштавӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш филилогийӗпе культура факультетӗнче, 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗҫ. Вӗсен хушшинче сӑвӑ калакансен конкурс та иртрӗ. Университета 1-4 класра вӗренекенсем тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑнчӗҫ. Муркаш, Патӑрьел, Комсомольски, Элӗк районӗсенчен килнӗ маттурсем ытларах савӑнтарчӗҫ пире. Патӑрьел районӗнчен килнӗ Шурякова Екатерина тата Муркаш районӗнчи Прохорова Анастасия пире «Нарспи» сыпӑкне питех те хитре каласа кӑтартрӗҫ. Ачасен юратнӑ поэчӗсем К. Иванов, П. Хусанкай, В. Митта, А. Кӑлкан пулнине куртӑмӑр. Кашни ачах хӑйне май талантлӑ.

 Сӑвӑ вуланине сумлӑ жюри хакларӗ: Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтсем, В.А. Абрамов, О.Г. Владимирова, Е.П. Чекушкина, Н.В. Доброва, А.А Сосаева ӑсчахсем. Сӑвва хакламалли критерисем ҫаксем пулчӗҫ: дикци, артистизм, тӗп сӑмахсене палӑртни, аудиторипе ӗҫлеме пӗлни.

1-2 классем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулчӗҫ:

● 1 вырӑн — Шурякова Екатерина, Патӑрьел районӗ,

● 2 вырӑн — Егорова Дарья, Сӗнтӗрвӑрри районӗ

● 2 вырӑн — Митта Ксения, Патарьел районӗ,

● 3 вырӑн — Шаринкин Игорь, Николаев Милош, Щербаткина Валерия.

3-4 классем хушшинче:

● 1 вырӑн — Викторов Дмитрий, Шибаев Илья.

● 2 вырӑн — Яргонин Валерий, Осипова Валерия, Кузнецов Никита.

● 3 вырӑн — Миронов Алексей, Свистков Евгений, Митрофанова Анастасия, Порфирьев Алексей.

Вырӑс шкулӗсенчен килнӗ ачасем ҫаксем вырӑн йышӑнчӗҫ:

● 1 вырӑн —  Афанасьева Кира (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш  шкул),

● 2 вырӑн — Павлова Анита (Шупашкарти 1-мӗш гимнази) тата Леонтьев Никита (Шупашкарти 1-мӗш гимнази),

● 3 вырӑн — Москалева Елена (Шупашкарти 2-мӗш гимнази) тата Григорьева Елизавета (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш шкул).

Вырӑн йышӑнакансене чунран саламлатпӑр, ӳссе ҫитсен чӑваш чӗлхине юратакан специалистсене хатӗрлекен ЧФК факультета вӗренме кӗме ыр сунатпӑр!

 

Сӑнсем, Курма 1, Курма 2, Курма 3, Курма 4, Курма 5, Курма 6, Курма 7

#Патӑрьел районӗ, #Элӗк районӗ, #Комсомольски районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #конкурссем, #ӑмӑртусем, #Шупашкар, #Муркаш районӗ

 

Комментари:

Алевтина // 3692.89.8870
2010.12.22 21:19
Мана Шибаев Илья сăвă вулани питĕ килĕшрĕ 3 мĕш класра çеç пулин те чăн-чăн артистла вулать Вăтанмасан хăйне тытма пĕлсен- чăн-чăн маттур!Ăнăçусем сана!
2010.12.25 12:44
Аçтахар Плотников
Сăнсемпе курмасен каçмисене вырнаçтартăм. Сăнсене Олег Цыпленков ӳкернĕ.
Наталия Васильевна - чавш челхине верентекен // 7695.9.2133
2010.12.25 18:20
Чанах та, пултарулла ача вал - яланах куранать. Эпир те конкурса ачасене илсе пытамар. Манан ачасем те маттур, анчах Йепрес районенчен килне хастар чаваш ачине- Илья Шибаева курна хыссан манан чун татах та хастарланче. Маттур, Илья! Анасусем сана! Хастар пул, чавш челхине татах юрат, ана аталантар, чаваш челхине мухтаса савасем вула! Альбина Юрату сана калана пек: "Эсе чан-чан артист пулмах сурална!" Чаваш ачисем! сассарсене парар! Вулар! Сырар! Ан ватанар!
2010.12.25 23:53
Аçтахар Плотников
Кунта пĕри, «Асасисемаслати» ятпа, хăй шухăшне пĕлтересшĕн пулчĕ. Шел те, хăй шухăшне кӳрентермелле сăмахсемпе пĕлтернĕрен — ăна курăмлатма май килмерĕ.
ЗЫ: кӳрентерекен сăмахсем пулмасан сирĕн шухăша ним мар вырнаçтарнă пулăттăм. Çынсене хисеплеме вĕренĕр, килĕшет-и вĕсен ĕçĕ, килĕшмест-и — ку кӳрентермелле сăмахсем çырмалли сăлтав мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем