Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шанӑҫ паракан юбилей каҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.12.2010 19:59 | 1665 хут пӑхнӑ
Университетӑн культура керменӗнче
Университетӑн культура керменӗнче

Чӑваш чӗлхипе литературине Аслӑ шкулсенче вӗрентме пуҫланӑранпа 85 ҫул тата чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫирӗм ҫул каялла ятарлӑ чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ пулман. Чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗ историпе филологи факультетӗнче ҫеҫ шутланса тӑнӑ. Уйрӑм ҫулсерен аталанса та вӑй илсе пынӑ. Ҫакӑ вара 1990 ҫулта унӑн никӗсӗ ҫинче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ уҫма майсем туса панӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак кун факультетшӑн пысӑк уяв пулса тӑчӗ.

Ир-ирех факультет хӑйӗн хисеплӗ хӑнисем валли алӑкне уҫрӗ. Республикӑн кашни кӗтесӗнчен пуҫтарӑнчӗҫ уява хӑнасем. Олимпиадӑра хӑйсен ӑсӗсене виҫме шкулта вӗренекенсем те килчӗҫ. Унсӑр пуҫне тата тӗрлӗ конкурсем иртрӗҫ факультетра.

Кантӑрла иртсен пӗр сехетре университетӑн культура керменӗнче концерт пуҫланчӗ. Уяв чаршавӗ Ҫеҫпӗл Мишшин «Катаран каҫ килсен» сӑвӑ йӗркисемпе уҫӑлчӗ. Унтан факультет деканне — В.Г.Родионов профессора сӑмах пачӗҫ. Вӑл сцена ҫине хӑпарсанах ӑна сӑрапа тата ҫӑкӑр-тӑварпа сӑйларӗҫ. Унтан ЧПУн воспитани енӗпе тимлекен проректорӗ О.Н.Викторов сӑмах илчӗ. Вӑл факультетра нумай ҫул хушши вӑй хунӑ ӗҫченсене хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Лайӑх вӗренекен, активлӑ та маттур студентсем те хисеп хучӗсене тивӗҫрӗҫ.Ҫавӑн пекех факультета уяв ячӗпе ноутбук парнелерӗҫ.

Факультета уявпа саламлама ытти республикӑри аслӑ шкулсенчен те килнӗ: Мари патшалӑх университетӗнчен тата Удмурт Республикинчи Глазоври педагогика институтӗнчен саламсем янрарӗҫ.

Ҫавӑн пекех чӑваш ҫӑлтӑрӗсем Сергей Павлов, Алексей Московский, Валентина Кузнецова, Алина Федорова, Алексей Шадриков, Светлана Яковлева, Полина Борисова, Петр Ермолаев, «Азамат» ушкӑн, паян студент сакки ҫинче ларакан К.Рязанов, А. Шадриков, С.Петров, Н.Васильева тата ыттисем те ҫепӗҫ юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Культурӑра палӑрнӑ ҫынсем питӗ нумайӑн вӗренсе тухнӑ-мӗн пирӗн факультеран 20 ҫул хушшинче. Концертра студентсен «Сипет» фольклор ушкӑнӗпе «Ахаяс» ташӑ ушкӑнӗ те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Факультетӑн пуласлӑхӗ ҫакӑн пек хастар ҫамрӑксен аллинче пулсан чӑвашсен малашлӑхӗ та тивлетлӗ пуласса чунтанах шанас туйӑм ҫуратрӗ юбилей каҫӗ. Уяв факультетран тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисен тӗл пулӑвӗпе вӗҫленчӗ.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #юбилейсем, #Азамат

 

Комментари:

Андрей Михайлов // 3229.69.0878
2010.12.21 13:48
ФАКУЛЬТЕТА ПУÇЛАСА ЯРАКАН Г.И.ВОРОНЦОВ УМĔНЧЕ ПУÇ ТАЯТĂП. ЙЫВĂР ТĂПРИ ÇĂМĂЛ ПУЛТĂР!!!
УНĂН ВĔРЕНЕКЕНĔ АНДРЕЙ МИХАЙЛОВ(ЧПУ,1993)
Н.Л, // 2666.09.2156
2011.01.04 10:51
Уяв килĕшрĕ. Аван йĕркеленĕ. Тахçанхи туссемпе тĕл пултăмăр, преподавательсемпе курса калаçрăмăр.Уява йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем