Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Допинг харкашӑвӗ спортсменсен кӑмӑлне пусарчӗ, ҫапах вӗсем ку ыйтӑва татса парасса юлашки кунччен шанчӗҫ.
Раҫҫей спортсменӗсене Олимпиадӑра хутшӑнма ирӗк панӑ. Анчах пурне те мар. Ҫӑмӑл атлетсем унта каяймӗҫ. Унччен допинг ӑша янипе ҫакланнӑ спортсменсем те Рио-де-Жанейрӑна вӗҫмӗҫ.
РФ спорт министрӗ Виталий Мутко каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне Раҫҫейри 272 спортсмена Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ.
Чӑваш Енрен унта тӑваттӑн кайӗҫ. Дарья Спиридонова гимнастка тӗп ӑмӑртусенче тупӑшӗ. Вячеслав Поляшовпа Евгения Шелгунова — резервра. Ирина Калентьева маунтинбайк енӗпе ӑмӑртӗ.
Чӑваш Енри 6 ҫӑмӑл атлет та Олимп вӑййисене кайма пултарнӑ. Анчах Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсемшӗн, Дарья Клишинӑсӑр пуҫне, ӑмӑрту пуҫланмасӑрах вӗҫленнӗ.