Чваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак кунсенче республикӑри тӗрлӗ районта пулса унти лару-тӑрупа паллашать. Ӗнер вӑл Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Димитриевпа курнӑҫнӑччӗ. Паян республика ертӳҫи Вӑрмар районне ҫитсе Александр Тихонов сити-менеджерпа тӗлпулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Александр Тихонов Элтепере ӗнентернӗ тӑрӑх, юсав планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Икӗ шкулта спорт залӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Спорт оборудованине туянма вырӑнти хыснаран та укҫа уйӑраҫҫӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен юсани пирки калаҫнӑ май юсав валли халӑхран укҫа пухассине лайӑхлатмалли пирки те сӑмах хускатнӑ. Вӑрмарсене Элтепер газ укҫипе вӑхӑтра татӑлса пымалли ҫинчен те аса илтернӗ.