Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 20 сехет 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Химпром» предприятире хлор сывлӑша тухнӑ.
«Химпром» пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хлор сывлӑша нумаях тухман. Ку пӑтӑрмаха предприяти ӗҫченӗсем хӑйсемех сирнӗ.
Халӗ «Химпромри» пур производство объекчӗ те штат режимӗнче ӗҫлет. Ку пӑтӑрмахра никам та шар курман. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫынсемшӗн тата предприяти ӗҫченӗсемшӗн ку хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче «Химпромра» цистерна сирпӗннӗ. Ун чухне 50-мӗш цеха пӗр уйӑх ҫурӑлӑха хупнӑ. Предприяти авари сиенлетнӗ хатӗр-хӗтӗре йӗркене кӗртмешкӗн 800 пин тенке яхӑн тӑкаланӑ