Иртнӗ эрнере Вӑрнар районӗнче 20 ҫулти хӗр пуйӑс айне пулнӑ. Малтанах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер тавар турттаракан пуйӑс айне хӑй сикме пултарнӑ. Анчах тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем ҫакна хирӗҫлеҫҫӗ.
Машинист рельс тӑрӑх утакан ҫынна курсан пуйӑса кӑшкӑртнӑ-мӗн. Анчах лешӗ пӑрӑнман. Тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, пике хаваслӑскер, пурнӑҫа юратаканскер пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурайман.
Ҫав кун пикене курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл хаваслӑ пулнӑ. «Ахӑртнех, вӑл пуйӑса кая юлса асӑрханӑ», — тенӗ аппӑшӗ. Ку ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре пулнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗр ҫак вӑхӑтра унта ӑнсӑртран лекмен. Ҫамрӑксем каҫсерен станцӑ ҫывӑхӗнче час-часах пухӑннӑ. Хӗр те ҫав куҫ унталла рельс тӑрӑх утнӑ-мӗн.
Халӗ ку ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ.