Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи (Тутарстан) Упи ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул юрӑ-ташӑпа, кӗвӗ сассипе кӗрлесе тӑчӗ. 150 ача вӗренекен шкул алӑкне уҫса кӗрсенех праҫник тумӗ тӑхӑннӑ ачасем, тӗрлӗ тӗслӗ бал кӗписем тӑхӑннӑ чиперккесем, хӑнасем нумай пулни кунта уяв пынине систерчӗ. Ҫак кун кунта пуҫламӑш классенче вӗренекенсен эрни вӗҫленнӗ, Аннесен кунне уявланӑ, тата ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ поэт, драматург, куҫаруҫӑ тата журналист Георгий Васильевич Зайцев-Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Анне кунне паллӑ тума ачасем ҫӗр ҫинчи чи юратнӑ та чи ҫывӑх ҫыннисене — амӑшӗсене йыхравланӑ. Вӗсем валли концерт лартса панӑ, ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ, унтан хӑйсен аллисемпе хатӗрленӗ тӗрлӗ сувенир, ӳкерчӗк, теттесем парнеленӗ. Вӗсене вара мӗнле материалтан кӑна хатӗрлемен: тӗслӗ хутсенчен, ҫулҫӑ, ҫип, ҫитсӑ пусмаран, пластилинран, кӑранташ вӗҫленӗ турпасӗсене те сая яман. Ачасене ертсе пыраканӗ — Людмила Петровна Сердцева. Шкулта тавра пӗлӳ музейӗ пур. Ӑна истори вӗрентекенӗ Н.Н.Куракина ертсе пырать. Шкул ҫурчӗ ӗлӗкхи пасар вырӑнӗнче пулнӑ май кунта вӗренекен ачасем шкул пахчинче ӗҫленӗ чух та тӗрлӗ япаласем тупаҫҫӗ. Музей экспонатсемпе пуян, кунта Упире ҫуралса ӳснӗ чаплӑ ҫынсем ҫинчен стендсем пур. Вӗсенчен пӗри — Георгий Васильевич Тал-Мӑрсана асӑнса хатӗрлени.
Мероприятие 7-11-мӗш класра вӗренекен хастар ачасем хутшӑнчӗҫ. К.Иванцовӑпа М.Фомина вӗренекенсем ертсе пычӗҫ. Ҫаплах мероприяти пынӑ чухне слайдпа Тал-Мӑрсан пурнӑҫӗнчи ӳкерчӗксен кӑтартӑвӗ пычӗ. Шкулта «Шырав» наука обшестви ӗҫлет. Унӑн членӗсем Тал-Мӑрса сӑввисемпе проект ӗҫӗ ҫырнӑ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Н.А.Сердцева ҫак материалсене Чӑвашсен наукӑпа тӗпчев институтӗнче упранакан Г.В.Тал-Мӑрсан ал ҫырӑвӗсенчен пухса хатӗрленӗ. «Эпӗ Упи ялӗнче пурӑннипе мӑнаҫланатӑп», — терӗ 1-мӗш категориллӗ вӗрентекен. Надежда Александровна Ҫӗпрел районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫинчен Тал-Мӑрсан кӗнекисене кӑларас ӗҫе хускатма, укҫа-тенкӗ енчен пулӑшма ыйтрӗ. «Унӑн ӗҫне малалла тӑсасчӗ», — терӗ. Ялта Тал-Мӑрса ҫуралса ӳснӗ урама ҫыравҫӑ ятне панӑ.
Уява килнӗ хӑна Чӑваш халӑх ӑсчахӗ, поэт А.М.Малышев: «Упи ҫӗрӗ — авалхи чӑваш ҫӗрӗ. Упи ятлӑ паттӑртан тытӑнса нумай паттӑр, талантлӑ ҫынсем ҫитӗнтернӗ. Вӗсем чапа тухсан та хӑйсен тӑван тӑрӑхне манман. Эсир те ан манӑр. Тал-Мӑрсан юбилейне паллӑ туни вырӑнлӑ. Вӑл вилнисене кирлӗ мар, вӑл сире — ҫамрӑк ӑрӑва кирлӗ. Эсир хӑвӑрӑн тӑванӑрсене ан манӑр. Шет вӑхӑт иртсен сирӗн ҫинчен те ҫакӑн пек пуҫтарӑнса калаҫӗҫ. Сире тӑрӑшса вӗренме, чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ачисем пулма ырлӑх-сывлӑх сунатӑп», — терӗ.
ЧНКЦ ертӳҫи А.Ярхунов активлӑ хутшӑнакан ачасене, чӑваш чӗлхи вӗрентекенне, шкул директорне В.М.Машковӑна кӗнекесем парнелерӗ. «Чӑваш пулар, пӗрле утар!» чӗнӳпе уяв вӗҫленчӗ.