Кӑҫал ҫул-йӗре юсас ӗҫе ЧР Правительстви 4 миллиард тенкӗ ытла тӑкаклама хатӗр. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ, теприсенче киввисенех юсӗҫ.
Вӑрнар районӗнче хӗл лариччен 5 ҫухрӑм ҫул сарма палӑртнӑ. Вӑрманкасси ялӗнче кӗҫӗх ҫӗнӗ ҫул пулӗ. Халӗ 920 метр тӑршшӗ участокра ӗҫ хӗрсех пырать. Вӗтӗ чул сапнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫулӑн сахалтан та 4 ҫул чӑтмалла. Подрядчик ӗҫе уйӑх вӗҫлениччен туса пӗтерме шантарнӑ.
Ялта ҫул питӗ япӑх. Ҫӗнӗ ҫул сарма тытӑнсан халӑхӑн кӑмӑлӗ те ҫӗкленнӗ. Урапапа ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, ҫуран утакансем те кӑмӑллӑ. Вӗсем валли тротуар та пулӗ.
Ҫулсене тытса тӑма тата юсама 38 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫӗн 40 процентне пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра Ярмушка тата Упнер ялӗсенче ҫӗнӗ ҫул сармалла.