Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӗҫӗн Тӑванри уявра Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсене тивӗҫнисем Кашни ялӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки, кун-ҫулӗ. Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑванта Хураҫтӳ уявӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркеленӗ. Ял ҫыннисене вырӑнти тӳре-шара кӑна мар, районтисем те саламлама пынӑ. Тӳре-шара кӑна-и, депутачӗсем те: районтисемпе республика шайӗнчисем - персе ҫитнӗ. Ял халӑхне вӗсем уяв ирттернӗшӗн мухтаса та ырласа хавхалантарнӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Павлов, ав, ӑшӑ сӑмахпа кӗҫӗн тӑвансене кӑна мар, районта пурӑнакансене пурне те савӑнтарнӑ. Вӗсене депутат ӗҫчен халӑх тесе те хакланӑ, лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлаҫҫӗ те ырланӑ. Районти пуҫлӑхсем ялти хастарсем валли Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсем те хатӗрлесе хунӑ, уявра ҫавсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |