Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлемесӗрех ӗҫленӗҫи тӑваҫҫӗ. Ку ыйтӑва ятарласа сӳтсе явман пулсан та ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ку отрасльти лару-тӑрӑва тишкернӗ май лайӑххипе пӗрлех начаррине те палӑртнӑ. Канашлура пулнӑ «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Артамонов министр «ырӑ улшӑнусемпе пӗрлех йывӑрлӑх та чылай. Сӑмахран, ял хуҫалӑх организацийӗсенче вакантлӑ вырӑн нумай. Ертӳҫӗсем ӗҫе илме кадрсем тупаймаҫҫӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Диплом илсен пысӑкрах пайӗ пурнӑҫа ялпа ҫыхӑнтармасть. «Мӗншӗн тесен хуҫалӑхсенче ӗҫ укҫи пӗчӗк», — хурав панӑ соцыйтӑм ирттернисене. Хуҫалӑх ертӳҫисен докуменчӗсенче студентсем практикӑра пулмасӑрах «пулнӑ» тесе ҫирӗплетеҫҫӗ», — тесе каланӑ.
Ку хыпар Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тӗлӗнтернӗ. «Камсем алӑ пусаҫҫӗ? Мӗншӗн суяҫҫӗ? Ку ӗҫе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ҫӗнӗ ректорӗн ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла», — тенӗ вӑл.