Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗ ҫывӑхӗнче ферма пур. Унта ӗнесем тытаҫҫӗ, вӑкӑрсем те пур. Тахҫан вӑл колхозӑн пулнӑ. Вӑл аркансан ӑна пӗр ҫын туяннӑ, халӗ ӑна ертсе пырать.
Ним те каламастӑп: ферма йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Никам аллине те лекмен тӗк вӑл тахҫанах юхӑнса пӗтӗччӗ. Халӗ ав унта ӗҫ кал-кал пырать. Ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗр те вырнаҫтарчӗҫ унта. Ферма «сывлама» тытӑнсан ял ҫыннисем валли ӗҫ вырӑнӗ те пулчӗ.
Пӗр самант ҫеҫ кӑмӑла хуҫать. Фермӑран куллен тислӗк нумай кӑларма тивет. Анчах ӑна кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре салатмалла мар-ҫке-ха. Ферма ҫывӑхӗнче — пӗве. Таса вӑл, унта ҫынсем пулӑ тытаҫҫӗ.
Пӗвене тислӗк ҫеҫ илемсӗрлетет. Фермӑран тислӗке кӑлараҫҫӗ те тракторпа пӗве ҫывӑхӗнчи уйсене турттараҫҫӗ, ҫавантах тӑкаҫҫӗ. Халӗ пӗве тавра — тислӗк ҫеҫ. Ҫак кунсенче шӑпах унтан иртме тиврӗ. Куҫ-пуҫ алчӑраса каятчӗ. Аякран ун пекех курӑнмасть — вӑрман енчен килсен ҫакнашкал ӳкерчӗк тухса тӑрать: йӗри-тавра тислӗк. Ӗне «каяшӗ» ӑшӗнче пӑру вилли выртнине асӑрхасан вара пушшех те тарӑхса кайрӑм. Виле пӗрре кӑна мар — тепӗр пӑру та курӑнчӗ. Ку — куҫ тӗлне лекнисем ҫеҫ. Ҫутҫанталӑка ҫапла варалама юрать-и вара? Пӗрремӗшӗнчен, пӗве тасамарланать, иккӗмӗшӗнчен, уйсем тислӗк ӑшне путаҫҫӗ.
Йӗри-тавра тислӗк выртнӑран Йӗпрем ялӗнчи ҫынсем ӗнисене ниҫта кӑкарма пӗлмеҫҫӗ. Тислӗк ҫинче курӑк шӑтмасть, мӑян-вӗлтӗрен ҫеҫ ашкӑрать. Ферма хуҫи ҫынсем ӗнисене ан кӑкарччӑр тесе ятарласа ҫапла сӑтӑр тунӑ тейӗн. Йӗпремсем кӑмӑлсӑрланнӑ теҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе ҫыру та ҫырнӑ-мӗн вӗсем — усси курӑнмасть-ха, тислӗке ҫапла пӗве ҫывӑхне турттараҫҫӗ. Ку тискер ӳкерчӗк Россельхознадзор специалисчӗсен куҫӗ тӗлне пулсан лару-тӑру лайӑх енне улшӑнӗ-ши? Тен, йӗпремсен вӗсенчен пулӑшу ыйтмалла?