Ҫапла, кӑҫал иртнӗ ҫырава пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, Пермь хулине миллион ҫынлӑ хуласенчен кӑларма тивет. Кун пирки «Ҫӗнӗ регион» (выр. Новый регион) информаци агентствине Пермь Енӗнчи патшалӑх статистикин федераллӑ хӗсметӗн ертӳҫи Лидия Яшманова пӗлтернӗ. 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн хулара халӗ пурӗ те 956 пин ҫын ҫеҫ пурӑнать.
Миллионлӑ хуласен шутне Пермь хулине 1979 ҫулхи ҫырав хыҫҫӑн кӗртнӗ — вӑл ҫулхине унта шӑп та лӑп 1 миллион ҫын шутланӑ.
Кӑҫалхи ҫырав умӗн Раҫҫейре 13 хула-миллионер пулнӑ. Пермьсӗр пуҫне Мускавра, Питӗрте, Самарта, Екатеринбургра, Ростовра, Чурхулара, Ҫӗнӗ Ҫепӗрте, Волгоградра, Хусанта, Челепире, Омскра тата Ӗпхӳре халӑх йышӗ пӗр миллион ытла пулнӑ.