Юрату ахаль-махаль кӑна сӑмах мар теҫҫӗ ӑна-кӑна пӗлекенсем. Ӑсчахсем те унӑн асамлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, кӑсӑклӑ хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе паллашма уйрӑмах кӑсӑк:
• «Юрату» сӑмаха санскритран куҫарсан вӑл кӑмӑла пӗлтерет теҫҫӗ лингвистсем.
• Юрату мӗнне туйма пӳрмен ҫынсем те пур иккен. Ӑна психотерапевтсем чир тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку амак ячӗ — гипопитуитаризм.
• Юрату чӗрене тата пуҫ мимин центрӗсене ҫулталӑк ытларах кӑна витӗм кӳреет. Мӑшӑрланӑвӑн кахатлӑх вӑхӑчӗ — виҫҫӗмӗш ҫул вӗҫӗпе тӑваттӑмӗш ҫул пуҫламӑшӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра чылай ҫемье арканать. Кӑткӑс тепӗр тапхӑр - сакӑр ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑнхи. Ӑна та тӳссе ирттерсен хутшӑнусем йӗркеленсе каймалла.
• Венчет ҫӗррине ятсӑр пӳрнене ахальтен тӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн. Ку йӑла авалхи грексенче юлнӑ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав пӳрне тӑрӑх юрату юнӗ, amoris, юхса чӗре патне ҫитнӗ.
• Юратӑвӑн тӗп шӗвекӗ хӗрлӗ эрех мар, гранат сӗткенӗ. Унра гормон шайне ӳстерекен япаласем уйрӑмах нумай. Вӑл вара кӑмӑл-туйӑма вӑратать.
• Тар шӑрши хӗрарӑмпа арҫынна пӗр-пӗрин патне туртать. Анчах сӑмсана ҫураканни мар паллах. Кӑшт кӑна тухакан тарта хими япалисем пур, шӑпах ҫавӑн тӑрӑх ҫынсем пӗрне-пӗри суйлаҫҫӗ те.
• Чуптуни кӑмӑл-туйӑма лайӑхлатать. Тухтӑрсем сӑнанӑ тӑрӑх, ирпе ӗҫе каяс умӗн арӑмӗсене чуптуса хӑваракан арҫынсем чуптуманнисенсен пилӗк ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ.