Ӳркенменнисем, пуҫа ун пек те, кун пек те ӗҫлеттерекеннисем тем тӗрлӗ конкурс та шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Кашни ӑмӑртӑвӑн хӑйӗн тӗллевӗ.
Шупашкар 500 ҫуллӑх паркӗ тата Спортӑн кинологи енӗсен «Лидер» клубӗ йытӑсене ӑмӑрттарать. Кӑҫалхипе пуҫласа мар-ха. Унчченех ун йышшине йӗркелеме тытӑннӑ.
Ҫулсерен ирттерекен дог-шоуна ҫу уйӑхӗн 29-мӗшенче йыхравлаҫҫӗ. Унта хитре йытӑсене тата вӗсен пултарулӑхне палӑртма шантараҫҫӗ.
«Енчен сирӗн йыттӑр титулсемпе хисеплӗ ятсемсӗр, анчах вӑл сирӗншӗн чи хитри те пултарулли пулсан, «Барбос кубокӗ-2016» — унӑн ҫӑлтӑрлӑ сехечӗ», — ҫапла илӗртмелле хыпарланӑ Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантаракан управленийӗ хайӗн сайтӗнче. Пурне те парнесемпе хавхалантарма шантарнӑ.