Ҫӗмӗрле хулинчи кадетсем Ҫӗнтерӳ кунне лекеймен. Кун пирки Татьяна Молокова журналист хӑйӗн блогӗнче пӗр класра вӗреннӗ тусӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
«Ҫӑхав ҫырасшӑнччӗ, анчах преподавательсене усал тӑвас килмест», — тенӗ-мӗн лешӗ.
Ҫӗмӗрлери кадетсене Шупашкарти Ҫӗнтерӳ парадне йыхравланӑ-мӗн. 10 сехетре вӗсен чечек хунӑ ҫӗре хутшӑнмалла, 12 сехетре Хӗрлӗ лапамри марша ҫитмелле, 13 сехетре «Ҫӗнтерӳ вальсӗнче», 15 сехетре ветерансем валли лартакан концертра ташламалла пулнӑ.
Ҫӗмӗрле ачисене Шупашкара илсе кайма 53 вырӑнлӑ автобус саккас панӑ, укҫине те тӳлесе хунӑ. Унпа кӗҫӗн тата аслӑ классенче вӗренекен кадетсем каймалла пулнӑ. Ачасемпе 2 преподаватель тата сакӑр ашшӗ-амӑшӗ ирхи ҫиччӗре ҫула тухнӑ. Анчах автобус хуларан тухса ӗлкӗреймен, вырӑнти ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӗсем пӗрле ҫула тухмалли урапа ҫук тесе автобуса хуларан кӑларса яман.
Ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем ҫул-йӗр инспекторӗн пуҫлӑхӗ патне кайса пӗрле ҫула тухмалли урапа уйӑрма ыйтнӑ, анчах транспорт енчен хӗсӗк тесе хирӗҫленӗ. Автобусра 2 сехет ҫурӑ ларнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш класра вӗренекен кадетсене киле саланма хушнӑ. Аслӑраххисем хӑйсем тӗллӗн Шупашкара кайнӑ.