Яманакри (Красноармейски районӗ) сӗт-ҫу фермин коллективӗ кӑҫал кашни ӗнерен вӑтамран 5000 килограмм сӗт суса илессишӗн кӗрешӗве тухнӑ. Иртнӗ виҫӗ кварталта ку кӑтартӑва 4291 килограма ҫитерме пултарнӑ.
«Хӗрлӗ Сурӑм» (Красное Сормово) пӗрлешӳ сӗт пахалӑхӗ енӗпе республикӑра Тӑвай районӗнчи «Акконд» пӗрлешӳ хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. «Шурӑ ылтӑн» кунтан патшалӑха чи лайӑх (высший) сортпа ӑсанать. Сӗтри белок хисепӗ 3,23-3,20 (ку республикӑра чи пысӑк кӑтарту), ҫу хисепӗ 3,4-пе танлашать. Яманаксем ҫак кунсенче ӗне пуҫне пӗр пӑт ытла сӗт сӑваҫҫӗ. Ку вӗсене тулӑх тӑрантарнипе ҫыхӑннӑ паллах. Рацион тӑрӑх кашнин пуҫне сенаж 20, фураж 6, салат пӑтти 5, чӗрӗ вӗтӗ ҫӗрулми 5, утӑпа улӑм 2—3-шер килограмм тивет.
Ферма заведующийӗ Е. Алексеева каланӑ тӑрӑх витесене хӗле лайӑх хатӗрленӗ. Выльӑх апачӗ ҫителӗклех. Ӗҫ условийӗсем аван. Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ тата унӑн хисепӗ те пӗчӗк мар, вӑтамран 10 пин тенкӗ ытла.
— Канма та лайӑх условисем туса панӑ. Выльӑх пӑхакансен пӳлӗмне ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Чей вӗретсе ӗҫме пулать. Кунта зооветсехетсем иртеҫҫӗ, хамӑр пӗлӗве ӳстеретпӗр. Ӗҫ кӑтартӑвӗсене унсӑрӑн пысӑклатса пыма май ҫук-ҫке. Пирӗн пурнӑҫ лайӑх, пӗрлешӳ ертӳҫисем тӑрӑшаҫҫӗ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм те тума пуҫланӑ авӑ, — терӗ сӗт сӑвакан Светлана Данилова.
Ӗне сӑвакансем кунта улттӑн. Вӗсем икӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑмӑртура Светлана Даниловапа Алиса Маркова тата Ева Иванова малта пыраҫҫӗ.
Кӑҫал кунта вите ҫумӗнче хӑйне май парк йӗркеленӗ. 13 улмуҫҫи, 3 груша, чиепе слива йывӑҫҫисем, хурлӑханпа крыжовник тӗмисем лартнӑ. Беседка валли те вырӑн хӑварнӑ.
Кӗтӗве ҫӗнетсех пыраҫҫӗ фермӑра. Акӑ кӑҫал аш-какая ӑсатнӑ 30 ӗне вырӑнне кӗтӗве 30 пушмак пӑру кӗртнӗ. Фермӑри паниҫкесен вӑтам ӳсӗмӗ 4—5 ҫулпа танлашать.
Ф. Васильева техник-осеменатор пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗнче 18 пӑру илнӗ, чӳкре 33 ӗне пӑруламалла.
Ҫапла Яманакри сӗт-ҫу фермин коллективӗ шав малалла ӳсӗм патне утӑмлать. Унӑн тӗллевӗ — юбилейсен ҫулталӑкӗнче ӗне пуҫне 5 000 килограмм сӗт суса илесси.