Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӗрентекенсем «Нарспи» поэмӑна пӑхмасӑр каласа тупӑшрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.10.2010 21:13 | 2533 хут пӑхнӑ

К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине пӑхмасӑр калатпӑр» конкурс хӑй ӗҫне пӗтерчӗ. Конкурса республикӑн тӗрлӗ йышши шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫаксем:

Александрова Наталия Викторовна, Шупашкар хулин 60-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Васильева Зоя Витальевна, Шупашкар хулин 4-мӗш професси училищинче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Васильева Татьяна Анатольевна, Сӗнтӗрвӑрри районӗн Октябрски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Васильева Татьяна Ильинична, Канаш районӗн Катек шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Игнатьева Людмила Семеновна, Муркаш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Ласточкина Анфиса Ильинична, Комсомольски районӗн Ӗнел шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Печникова Мария Николаевна, Шупашкар хулин 50-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Тяхмусова Светлана Вячеславовна, Шупашкар хулин Г.С.Лебедев ячӗллӗ Наци интернат-лицейӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Уськина Галина Витальевна, Шӑмӑршӑ районӗн Пӑчӑрлӑ Пашьел вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Ядрицова Алена Андреевна, Йӗпреҫ поселокӗн 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Нестерова Вера Петровна, Элӗк районӗн Юнтапа шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

 

Ӑмӑртуҫӑсем паллӑ поэмӑн текстне пӗлнине, учитель, артист ӑсталӑхӗ пуррине кӑтартрӗҫ. Кашни тенӗ пек сцена ҫине илӗртӳллӗ костюмпа тухрӗ, ҫыхӑнуллӑ видеороликпа усӑ курчӗ.

Тупӑшӑва хутшӑннӑ 11 ҫынран ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫак учительсем тивӗҫлӗ пулчӗҫ:

I — Ласточкина Анфиса Ильинична

II — Александрова Наталия Викторовна

III — Васильева Зоя Витальевна.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри грамотӑсем парса чысларӗ. Праски Витти хӑйӗн «Нарспи» поэма сюжечӗпе ҫырнӑ картина пуххисем, поэмӑн чӑвашла тата вырӑсла тексчӗсене кӗртнӗ кӗнекесем парнелерӗ.

Кашни вӗрентекен ӑмӑртура хутшӑннине ҫирӗплетекен свидетельство илчӗ. Кунсӑр пуҫне конкурсантсене «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗ журналӑн ҫитес ҫулхи номерӗсене ҫырӑнса парать.

Саламлатпӑр!

#ӑмӑртусем, #Константин Иванов, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар, #Йӗпреҫ, #Юнтапа, #Элӗк районӗ, #Пӑчӑрлӑ Пашьел, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Комсомольски районӗ, #Ӗнел

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем