Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпар: Чӑваш чӑвашах пултӑр!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.10.2010 14:29 | 1688 хут пӑхнӑ

Юпан 14-мӗшпе 25-мӗшӗсенче Раҫҫейре ҫырав иртет. Кашни гражданин 25 ыйту ҫине хуравлама тивӗҫ — хӑйӗн арлӑхне, ҫемьери статуса, ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине, хӑш халӑх ҫынни пулнине (7-мӗш ыйту), чӗлхесем пӗлнине, мӗнле пӗлӳ илнине, тата ытти пирки пӗлтермелле пулӗ. Ҫырава ирттерекенсем пӗлтернипе ҫырав — вӑхӑта сая ирттерни мар, унта пухӑнакан информацие ахаль майпа пуҫтарма май ҫук.

Чӑваш халӑхӗшӗн ку ҫыравра чи ҫивӗч ыйту — хӑйне хӑш халӑх шутне кӗртнине палӑртасси. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх пирӗн халӑх хӑйӗн йышӗпе Раҫҫейре 5-мӗш вырӑна чакса ларнӑччӗ, вӑл ҫырав пушкӑртсем пире хӑйсен шучӗпе иртсе кайнине кӑтартнӑччӗ. Чӑвашсен йышӗ маларах иртнӗ 1989 ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан 130 пин чакнӑ. Ытларах — Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑвашсем сахалланнине палӑртнӑ. Ҫак кӑтартусен тӗп сӑлтавӗ чӑвашсем хӑйсен халӑхне шанманнинче пулнӑ, вӗсем хӑйсене ытти халӑх шутне кӗртни никамшӑн та ҫӗнӗлӗх пулмӗ ӗнтӗ.

Хальхи ҫырав мӗнле пӗтемлетӳсемпе вӗҫленесси паллӑ мар. Вӑл пуҫланать кӑна-ха. Енчен те эсир хӑвӑра чӑваш халӑхӗ шутне кӗртетӗр пулсан, сирӗн аҫӑр-аннӗр чӑвашсем пулсан — ним именмесӗр «ЧӐВАШ» тесе хуравлӑр. Хусанкай ҫырнӑ сӑмахсене манар мар — «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»

 

Ҫыравра Раҫҫей патшалӑхӗнче пурӑнакан пур ҫынна та шута илме тивӗҫлӗ. 14 ҫулран аслисем ҫырав ыйтӑвӗсем ҫине хӑйсемех хуравлама пултараҫҫӗ, кӗҫӗнреххисемшӗн вара — ашшӗ-амашӗ, е вӑл тивӗҫе пурнӑҫлакансем хуравлӗҫ.

#ҫырав, #Раҫҫейре, #чӑвашсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем