Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн 25 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартсан чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ара, ҫӗршывра кризис пырать, пирӗн вара 7 миллион тенке яхӑн парса елка туяннӑ. Ун ҫине пӑхсан чылайӑшӗн савӑнас мар, макӑрас килнӗ ахӑртнех.
Ҫак чӑрӑша туяннӑ организацие халӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сумми пысӑках мар та — ҫапах 20 пин тенкӗ. Кун пирки Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Чӑрӑша «Пултаруллӑ хула» АУ 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. 4 миллион тенкине хула хыснинчен илнӗ, ытти — спонсортан. Кун тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ кӑсӑкланнӑ. Вӗсем ыйтнипе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ вӑл. Ӑна юридици сӑпачӗн шайӗнче туяннӑ-мӗн. УФАС организаци директорне 20 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.