Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ «Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫыннин прозӑри сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци ирттернӗ. Ӑна вулавӑш И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн тӗпчевҫисемпе пӗрле йӗркеленӗ.
Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев чӑваш литературинчи рабочи сӑнарне тӗплӗн уҫса пани пирки пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Филолог ӗҫ ҫынни сӑнарне икӗ пая уйӑрнӑ: хресчене тата рабочие. Рабочи теми пахалӑхӗпе ял темине ҫитеймест, апла пулин те Совет саманин юлашки тапхӑрӗнче ҫыравҫӑсем чылай паха роман калӑпланӑ тесе шухӑшлать иккен тӗпчевҫӗ. А. Талвирӑн «Никӗс», И. Лисаевӑн «Тивӗҫ», Г. Красновӑн «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет», «Кӗвӗҫекене кӗвӗ ҫиет» романӗсем, В. Чебоксаровӑн «Вутпа тимӗр», И. Григорьевӑн «Хумсем пӗрлешеҫҫӗ» повеҫсем — ҫаксем тата ытти хайлавсем тӗрлӗ савут-хапрӑкра ӗҫлекенсен пурнӑҫне уҫса панӑ.
Ӗҫ теми халӑх сӑмахлӑхӗнче те анлӑ тӗл пулать: сӑвай ҫапакансен, бурлаксен, кӗпер тӑвакансен юррисем халӑхра хӑй вӑхӑтӗнче питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш литературинче чӑн-чӑн рабочи теми ҫураласси вара 1905 ҫулхи пӗрремӗш вырӑс революципе, «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ, тесе пӗлтернӗ Александр Мефодьев. Уйрӑмах вӑл Михаил Акимовӑн публицистикӑлла статйисене, Тайӑр Тимккин хӗрӳллӗ сӑввисене палӑртнӑ.
Филологи ӑслӑлӑхӗсен тепӗр кандидачӗн, Николай Осиповӑн, шучӗпе вара 20–21 ӗмӗрсенчи чӑваш литературинче рабочи теми самай вӑйсӑрланнӑ, пысӑк хайлавсем ҫукпа пӗрех. Ку вӑл самана улшӑннипе ҫыхӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, рабочи сӑнарӗ хаксӑрланнӑ.
«Темшӗн пирӗн ӑсчахсем ӗҫ ҫынни сӑнарне заводсемпе фабрикӑсенче ӗҫлекенсемпе, ҫурт-йӗр хӑпартакансемпе, вӑрманҫӑсемпе, ҫӑкӑр пӗҫерекенсемпе тата ҫавӑн йышши профессиллӗ ҫынсемпе кӑна ҫыхӑнтарасшӑн пулчӗҫ. Пирӗн шутпа вара ӗҫ ҫынни вӑл чылай анлӑрах сӑнар: журналистсем, ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, ӳнерҫӗсем, вӗрентекенсем, вулавӑшҫӑсем, сутуҫӑсем… — эпир кашниех хамӑрӑн ӗҫе тӑватпӑр, тӑван ҫӗршыва, тӑван республикӑна аталантарассишӗн тӑрӑшатпӑр», — тесе ҫырнӑ Культура министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарта.