Данную новость вы также можете прочитать на Русском языкеYou can also read this news in English
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче тепӗр ҫӗнӗ сайт хута ячӗ — чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусне. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашла-вырӑсла пӗрешкел текстсене пухасси, вӗсемпе усӑ курса чӑвашла-вырӑсла е вырӑсла-чӑвашла куҫаруҫӑ тума пулӑшасси. Шӑп ҫавӑн пек текстсен пуххипе усӑ курса тӗнчери чи паллӑ онлайн куҫаруҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ те. Яндекс та, Google те. Хальлӗхе ку чӗлхе корпусӗнче 100 яхӑн текст. Ытларах пайӗпе — хаҫатсенче пичетленнӗ текстсем. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» кӑларӑмӗсенчи тата район хаҫачӗсенчи статьясемпе хыпарсем унта вырнаҫнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗнчисем те унта пур. Предложенисемпе шутласан вӗсен йышӗ 3 пинрен иртнӗ, сӑмахсемпе шутласан — 40 пине яхӑн. Вӗсенчен 800 ытларах предложение куҫарма ӗлкӗрнӗ. Ку вӑл вунӑ пин ытларах сӑмах. Чӑвашла-вырӑсла текстсем хӑйсем тӗллӗн хатӗрленеймӗҫ, ҫавӑнпа та кашни чӑвашӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ. Енчен те эсир чӑвашла-вырӑсла куҫарма пултаратӑр пулсан — сайт сире хапӑлласа йышӑнать. Сирӗн ӗҫ пур чӑвашшӑн та усӑллӑ пулӗ. Сайт corpus.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |