Ҫул-йӗр
![]() Мӗн пытармалли: Чӑваш Ен яка ҫулсемпе мухтанаймасть. Ҫуркуннесерен асфальт ҫул «ирӗлсе-катӑлсах» пырать. Чылай тӑрӑхри ҫул юсав кӗтет. Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен 1 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак укҫаран 305 миллионӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнчи программӑсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн кайӗ. Шупашкарти урамсенчи ҫулсене юсамашкӑн 370 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Тепӗр 240 миллион тенки Мускав кӗперне юсамашкӑн кайӗ. Сӑмах май, «Ялсен аталанӑвӗ» федерацин тӗллевлӗ программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Ен валли тепӗр 85 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫа-тенкӗпе ялсенчи ҫулсене аталантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |