Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева республика хыснинчен тӑтӑш тӳлекен пособи илсе тӑма тивӗҫнӗ. Кун пирки калакан Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Тӑтӑш илмелли пособие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине культурӑна аталантарассине самай тӳпе хывнӑшӑн пама йышӑннӑ.
«Сценӑна Нина Яковлевӑсӑр йышӑнма та йывӑр», — тесе ҫырнӑ та халӑх артистки драма театрӗ хӑйӗн сайтӗнче, ку вӑл чӑн та ҫапла. Ку вӑл — сӑмах илемӗшӗн калани мар. Нина Яковлева пеккисене ҫӑлтӑр тесе пӗр иккӗленмесӗрех калама пулать. Пӗчӗк сӑнар-и унӑн е пысӑк-и — сцена ҫине вӑл тухса кӗниех кураканӑн асӗнче тӑрса юлать. Сӑмах май каласан, Нина Яковлева мӑшӑрӗ Валерий Яковлев та ӗмӗрне Чӑваш патшалӑх академи драма театрне халалланӑ — унта вӑл ӳнер ертӳҫи.
