Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш халӑх поэчӗ Василий Давыдов-Анатри вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 09.09.2010 17:30 | 2070 хут пӑхнӑ
Василий Давыдов-Анатри
Василий Давыдов-Анатри

Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗн, РСФСРӑн тата Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн Василий Иванович Давыдов-Анатрин чӗри патма чарӑннӑ.

Поэтпа ыран, авӑнӑн 10-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сывпуллашӗҫ. 11 сехете пыма пултаратӑр.

 

Василий Иванович Давыдов-Анатри Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче 1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Республикӑри хаҫат шкулӗнче, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика училищинче вӗреннӗ. 1940-1941 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, унтан таврӑнсан Первомайски районӗнчи «Коммунар» хаҫат редакторӗнче, КПСС Чӑваш обкомӗн инструкторӗнче, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Радиоинформаци комитечӗн тӗп редакторӗнче, кӗнеке издательствин редакторӗнче, писательсен союзӗн илемлӗ литература пропагандӑлакан бюро пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

Илемлӗ литературӑра — 1936 ҫултанпа. Ҫав хушӑра поэт 50 кӗнеке ытла пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш композиторӗсем унӑн сӑввисемпе пилӗкҫӗр юрӑ, юрӑпа ташӑ сюитисем, ораторисемпе кантатӑсем, опера ҫырнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ. Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ.

Халӑхсен Туслӑхӗн орденӗн кавалерӗ.

1958 ҫултанлв СССР писателӗсен союзӗн членӗ.

Поэтӑн чи паллӑ кӗнекисем: «Пӗчӗк туссем», «Чӗре хушнипе», «Чеменпе Мерчен», «Илемпи», «Телейлӗ туслӑх», «Шурӑмпуҫ хӑпарсан» т.ыт.те.

#Шупашкар, #ҫухатусем, #Чӑваш Ен, #Патӑрьел районӗ

 

Комментари:

Атнер Юмансем // 1548-9516
2010.09.12 14:10
Пысак сухату.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем