Паян республикӑри мӗнпур районти пекех Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Министрсем хӑйсемех мар та, вӗсен ҫумӗсем иккӗн тан: республикӑн юстици министрӗн ҫумӗ Ирина Семенова, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Татьяна Иванова — кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле «Строма» текен акционерсен хупӑ обществин пуҫлӑхӗ Вячеслав Федоров, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Михаил Арланов пулнӑ.
Малтанах вӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Валерий Горбунов пӳлӗмӗнче халӑха интереслентерекен ыйтусемпе йышӑну ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн тӑватӑ информаци ушкӑнӗ район тӑрӑх тӗлпулӑва тухса кайнӑ. «Хыпар» тӗп редакторӗ Михаил Арланов тата районти «Ҫӗнтерӱшӗн» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшакансемпе тӗл пулнӑ.