Чӑваш ҫамрӑкӗсен Чӑваш Енри пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе чӑвашлӑха юратакансем кашни ҫулах чӑвашсемшӗн хаклӑ вырӑнсене курса ҫӳреме «чунҫӳреве» тухни, кӑҫалхи утӑн 3-8-мӗшӗсенче ҫавӑн пек ҫулҫӳреве хутшӑннисем Пушкӑртстана, чӑвашсен классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑ Слакпуҫ ялне ҫитсе курни ҫинчен «Сувар» хаҫат та, пирӗн сайт та ҫырса кӑтартнӑччӗ ӗнтӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче «чунҫӳревҫӗсен» ушкӑнӗ, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн «хисеплӗ элтеперӗ» Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынипе Шупашкартан каллех ҫулҫӳреве тухса кайрӗ. Ушкӑнта 20 ҫын, ҫав шутра «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, чӑвашлӑха чунтан парӑннӑскерсем. Маршрут хальхинче Молдовӑна, чӑвашсем пекех тӗрӗк халӑхӗнчен тухнӑ гагаузсем ушкӑнпа пурӑнакан тӑрӑха выртать. Кунти Камрот хулин мэрӗ хула уявне хутшӑнма чӗннипе ҫула тухнӑ чӑваш делегацийӗ. «Чунҫӳрев» тӗллевӗ — тӗрӗк чӗлхисен огуз ушкӑнне кӗрекен гагаузсемпе тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар ушкӑнне кӗрекен чӑвашсем хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ку енӗпе ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем палӑртасси.
Ҫурлан 23-мӗшӗнче ирхине маршрут автобусӗпе Мускава ҫитсе кӑнтӑрла иртсен делегаци «Мускав-Кишинев» пуйӑспа кӑнтӑралла тухса кайрӗ.