Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫуллахи вулава пӗтӗмлетсе уяв ирттерчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.08.2010 12:15 | 2391 хут пӑхнӑ
Чыслав саманчӗ
Чыслав саманчӗ

Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӗртме ҫурла уйӑхӗсенче «Ҫуллахи вӑхӑтӑн ҫӗраҫҫийӗ» ятлӑ ача-пӑча вулавӗн ҫуллахи фестивалӗ иртрӗ. Унта районӑн ял вулавӑшӗсем хутшӑннӑччӗ. Нумай пулмасть, ҫурлан 25-мӗшӗнче, фестивале пӗтӗмлетрӗҫ — Хутарти культура ҫуртӗнче «Ҫу уйӑхӗсен ӑшшийӗ — кӗнекесем» («Это лето было книгами согрето») ятлӑ уяв ирттерчӗҫ. Сӑмах май каласан, уява Ҫӗмӗрлери тӗп вулавӑш ӗҫченӗсен хатӗрлеме тӳр килчӗ.

Фестиваль пирки каласа парас пулсан, ҫу вӑхӑчӗ хушшинче районта вулавӑш ӗҫченӗсем 50 ытла мероприяти ирттерчӗҫ, 8 ҫӗре яхӑн ача хутшӑнчӗ.

Хутарти уяв интереслӗ иртрӗ — хӑнасемпе (фестиваль ҫӗнтерӳҫисем) куракансем умӗнче ачасем сценкӑсем кӑтартрӗҫ, юрласа-ташласа пачӗҫ. Литературӑна пӗлнине те куракансен кӑтартма тиврӗ — пӗчӗк ӑмӑртусем ирттерчӗҫ.

Уяв вӗҫленес умӗн фестиваль ҫӗнтерӳҫисене парнесемпе тата хисеплӗ грамотӑсемпе чысларӗҫ. Ачасен хушшинче парнесене 15-ӗн тивӗҫрӗҫ. Чи хастаррисем: Сергеева Н. (Юманай ял вулавӑшӗ), Арсютова З. (Турхан ял вулавӑшӗ), Кузьмин А. (Тӑванкасси ял вулавӑшӗ) тата ыттисем. Вырӑнта мероприятисене ирттерме хастар хутшӑннӑ вулавӑш ӗҫченӗсене те парнесемсӗр хӑвармарӗҫ — чи хастаррисене чысларӗҫ. I вырӑна Мӑн Улхаш ял вулавӑш ӗҫченӗ Учеева В.П, II вырӑна Турхан ял вулавӑшӗн ӗҫченӗ Осипова Н.Н., III вырӑна Якуртушкӑнь ял вулавӑшӗн ӗҫченӗ Зологина И.Н. тивӗҫрӗ.

#Турхан, #Юманай, #Тӑванкасси, #вулавӑшсем, #Ҫӗмӗрле, #Хутар, #Ҫӗмерле районӗ, #Якуртушкӑнь, #Мӑн Улхаш

 

Комментари:

2010.08.27 14:31
Аçтахар Плотников
Ку шăрăхра, эп хам пулсан, тем тесен те уява «Это лето было книгами согрето» ят паман пулăттăм :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем