Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 21-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта анӑҫри вӑтам ӗмӗр вӑхӑтне лекме май пулчӗ — кунта сӑнарлӑ вӑйӑсен, историлле фехтовнинин, реконструкцин тата ташӑн «НоРоК-2010» уҫӑ фестивалӗ иртрӗ. Урӑхла каласан, рыцарьсен Ҫӗнӗ Шупашкарти конвенчӗ (чӑвашла каласан, пӗр-пӗр хоббипе кӑсӑкланакан ҫынсен пухӑвӗ, мероприятийӗ). Фестивале Ҫӗнӗ Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Чӑваш Енрисемсӗр пуҫне унта ытти тӑрӑхри хӑнасем те пурччӗ — Чулхуларан «Берн», Хусантан «Нюрнберг» тата «Польско-литовское копье» историлле реконструкци клубӗсем, Чӗмпӗртен «Кремень» истори клубӗ. Чӑваш Енрен ку мероприятине Шупашкарти «Правь» истори клубӗ, «Робин Гуд» ухӑҫсен клубӗ тата «Соколиный Яръ» ятлӑ ҫамрӑксен обществӑлла организацийӗ хутшӑнчӗҫ.
Фестивале уҫнӑ ҫӗре Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрцийӗн ҫумӗ Владимир Матвеев та килнӗччӗ, вӑл ытти халӑхсен историне пӗлни усӑллӑ пулнине пӗлтерчӗ.
Улмуҫҫи уҫланкине (Яблоневая поляна) курма килнисемшӗн «Хулкканпа хӗҫ» турнир кӑсӑклӑ пулчӗ. Йывӑр хӳтлӗх-тумсем тӑхӑннӑ ҫарҫӑсен ҫапӑҫӑвне пӑхма питӗ интереслӗччӗ. Пурне те ҫӗнтерекенни Шупашкартан пулчӗ — Владимир Грачев.
Ухӑҫсен ӑмартӑвӗ те интереслӗ иртрӗ. Тӗл перес енӗпе хӗрсем те хутшӑнчӗҫ. Кунта вара мала Сергей Куликов тухрӗ.
Сӑнарлӑ турнирта мала Александр Антипов (Шупашкарти «Соколиный Яръ» клубран), алебарда турнирӗнче Алексей Кукарин (Хусанти «Нолдор» клуб) мала тухрӗҫ. Ушкӑнпа ҫапӑҫса Чулхулари «Берн» ҫӗнтерчӗ.
Пур ҫӗнтерӳҫе те Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнчен хисеплӗ грамотӑсем тата парнесем пачӗҫ.
Фестивальте юрӑ-ташӑ та янрарӗ — вӗсем хӑйсен кӗвви-юррипе халӑха вӑхӑтлӑха та пулин анӑҫри вӑтам ӗмӗрсен вӑхӑтне ҫитерме пултарчӗҫ.