ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи хушӑвне, 2016 ҫулта республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине пӗлтерни, пурнӑҫа кӗртнӗ май ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви «Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗн» чи лайӑх эмблеми (логотипӗ) конкурс ирттерессине хыпарланӑ.
Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 18–25-мӗшӗсенче иртӗ. Унта эмблема макечӗсене, компьютер дизайнӗпе хатӗрленӗскерсене, йышӑнаҫҫӗ. Эмблемӑпа Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗнче усӑ курӗҫ.
Ӗҫсене кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Гагарин урамӗ, 22-мӗш «а» ҫурт, 403-мӗш пӳлӗм. Тунтикун-эрнекун ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.