Шупашкарти 54-мӗш шкулта 8–9-мӗш классенче вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренӳ саккунне пӑснӑ.
Специалистсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӑнах та йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫак шкулта 2015 тата 2016 ҫулсенче 10-мӗш класа уҫман, 2017 ҫулта вара 10–11-мӗш классене ачасене илме палӑртман.
Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, 10 тата 11-мӗш классене унта вырӑн пулмасан ҫеҫ ачасене илмеҫҫӗ. Халӗ, ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула мэрӗ тӗлӗшпе ҫак ӑнланманлӑха сирмешкӗн представлени ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне айӑплисене яваплӑх тыттарас ыйтӑва ҫӗкленӗ.