Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Авшак Элмен ял уявӗ хаваслӑ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.08.2010 12:36 | 1960 хут пӑхнӑ
Уявра
Уявра

Нумаях пулмасть Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пысӑк уяв кӗрленӗ: Авшак Элмен ялӗн кунне тата Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн чиркӗвне никӗсленӗренпе 265 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Уява район администрацийӗн капиталлӑ строительство пайӗн пуҫлӑхӗ В. Ильин уҫнӑ. Сумлӑ уявпа Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Г. Афанасьев, район депутачӗ В.Анисимов саламланӑ.

Авшак Элмен ялӗ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Чӑваш ен таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ С. Отрыванов каласа панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен тата ҫыравҫӑсем союзӗсен членӗ О. Куликова (Улькка Элмен) шкул историйӗпе паллаштарнӑ. Вырӑнти чиркӗве мӗнле никӗслени те кӑсӑклӑ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, нумай кӗнеке авторӗ Н.Иванова доцент каласа кӑтартнӑ.

Ят-сума тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе тивӗҫнисем яланах хисепре. Авшак Элменти паллӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗпе А.Немилов вӗрентекен паллаштарнӑ.

Ял уявӗнчен ачасем те пӑрӑнса юлманнине ырламалла. Акӑ 8-мӗш класри М. Муракова Авшак Элменти вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Н. Ивановӑн пуҫарулӑхне пула хӑнасен кӗнеки уҫӑлнӑ. Ӑна алла тытсассӑн сумлӑ хӑнасем уява пысӑк хак панине тӳрех куратӑн. Вӗсем кӗнекере хӑйсемпе ҫыхӑнмалли телефон номерӗсене те ҫырса хӑварнӑ.

Уяв юрӑ-ташӑсӑр пулмасть. Авшак Элменти «Хунав» ача-пӑча фольклор коллективӗ, Пуканкассинчи «Чашма» халӑх ансамблӗ, Шупашкарти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем — Григорий Вакку, Катя Петрова, Алина Федорова пысӑк концерт кӑтартса халӑха савӑнтарнӑ.

Ял халӑхӗ уява йӗркелекенсене, спонсорсене — Г.Егорова, Н.Иванована, В.Милютина, П.Тымарлана, Л.Трифонова, Ольгӑпа Иван Куликовсене, О.Фомина, Р. Яковлева, А.Яковлева, Г.Сорокина — чун-чӗререн тав тӑвать.

#Вӑрнар районӗ, #Ярмушка ял тӑрӑхӗ, #Авшак Элмен, #Пуканкасси, #Калинино

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=892819
 

Комментари:

сашуки // 2294.80.2360
2010.09.17 20:41
Маттур Элменсем пирĕнь тăрăхра кун пек уяв тăвакансем сахал.
Уяв Кивçурт-Мăрат ялне çитиех ильтĕнчĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем