Ӗнер каҫхи Атӑл леш енне Мари Элрен вӑйлӑ пушар килнӗ. Вӑйлӑ ҫил тухнине пула ҫулӑм ҫӗр ҫумӗнчен йывӑҫсем тӑррине сиксе ӳкнӗ. Ку, паллах, пушара вӑйлӑрах ҫунма май панӑ — темиҫе сехет хушшинче вӑл Шупашкар вӑрман хуҫалӑхне ҫитнӗ. Паняхи 9 сехет тӗлне пурӗ 350 гектар вӑрман кӗлленӗ, 50 гекрарта ҫумлӑм алхасать.
Северный посёлока вут хыпса илес хӑрушлӑх пур, ҫавна пула ҫурлан 7-мӗшӗнче каҫхине унта пурӑнакан ҫынсене Сосновкӑна е Шупашкара ӑсатма тивнӗ. 71 ҫунна «Хум» («Волна») лагере куҫарнӑ, 11 ҫынна Сосновкӑри пульницана вырнаҫтарма май тупнӑ. Ҫавӑн пекех Первомайскипе Пролетарски посёлоксенчи ҫынсен те хӑйсен килӗсене пӑрахса кайма тивнӗ — ҫулӑм вӗсем патне те ҫитес хӑрушлӑх пур.
Пушарпа 103 тӗрлӗ енлӗ техникӑпа 608 ҫын кӗрешет. МИ-26 вертолет тата ИЛ-76 самолёт ҫулӑма шывпа сывлӑшран сапаҫҫӗ.
Северный посёлок ҫыннисене куҫарни (ИӖМ сӑнӗсем)